
Республикӑра ял хӗрарӑмӗсене хисеплесе уяв пуҫарнӑ
Кун пирки калакан Хушӑва регион ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ҫулленех юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ялсенче пурӑнакан, ӗҫлекен, тӑван тӑрӑха аталантарассипе тӑрӑшакан хӗрарӑмсене чыслӗҫ.
«Ҫак йышӑну - хӑйсен ӗҫӗпе, ӑс-хакӑл пуянлӑхӗпе, юратӑвӗпе республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакансене хисеп тунин палли», - тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑйӗн сӑмахӗнче.