
Пурне те паянхи уявпа - Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кунпа саламлатӑп!
Кашни ҫулах ялта ҫак паллӑ кун ачасене пуҫтарса тӗрлӗ вӑйӑсем ирттерсе савӑнтарнӑ. Кӑҫал вара тем пек шырасан та уяв ирттерме ачасем тупаймарӑм. Мӗн тумалла? Уявне те ирттерес килет тата паянтан республикӑра шыва кӗмелли тапхӑр тытӑнать. Ялти пӗвере шыва кӗмелли вырӑна икӗ ҫул хушши тӑрӑшса турӑмӑр, ӑна та ӗҫлеттерсе ярас килет.
Ачасем паянхи кун ҫук пулсан та хамӑр ачалӑха таврӑнар мар-ши?- тесе, хастар та маттур хӗрарӑмсемпе шыва кӗмелли вырӑна хӗрлӗ хӑю татсах уҫрӑмӑр, вылярӑмӑр, савӑнтӑмӑр.