Алӑкран шаккать Ҫӗн ҫул
Ҫирӗм улттӑмӗш умра.
Ҫутӑ ӗмӗтпе кӑна
Илӗпӗр кӗтсе ӑна.
Ырӑ курса пурăнма
Тӑнӑҫ пултӑр самана.
Чечеклентӗр ҫут тӗнче.
Ҫак илемлӗ Ҫӗр ҫинче
Пурӑнасчӗ ҫураҫу.
Тек ан пултӑр ҫапӑҫу.
Ҫӗн ҫулта ҫӗн вӑй-халпа
Ҫӗнтерсе тӑшмансене
Ырӑ, сывӑ та таса
Таврӑнма килӗсене
Вӑрҫӑ паттӑрӗсене
Турӑ пытӑр пулӑшса.
Пирӗштийӗ вӗсене
Тӑтӑр вӗҫӗм упраса.
Ҫиттӗр ман салам вӗҫсе
Тӗнчери пур кӗтесе.
Пурӑнар килӗштерсе
Пӗр-пӗрне хисеплесе.