
Тăван тăрăх пуласлăхĕшĕн вăй хураççĕ
Йĕпрем ялĕ илемлĕ тăрăхра вырнаçнă. Ун çумĕнче Сурăм вăрманĕ кашласа ларать. Çирĕп те эрешлĕ çуртсем тавралăха илем кĕртеççĕ. Çуллахи вăхăтра кунта шавлă, ял хаваслă сасăпа тулать. Хулара пурăнакан ывăлĕ-хĕрĕ, мăнукĕсем ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне килеççĕ.
Тăван тăрăхне тирпей-илем кĕртес, унăн сăн-сăпатне лайăх енне улăштарас тесе уйрăмах ял старости Елена Александрова чунне пама хатĕр. Ахальтен мар кашни ыйтăва ял халăхĕпе сÿтсе явать, пур ĕçе пĕрле пурнăçлать. Пĕр мероприяти те унсăрăн иртмест.
«Ялта пурăнма лайăх» социаллă проект («Ял пурăçĕ» хаçат. 01.10.2026)